Национальный цифровой ресурс Руконт - межотраслевая электронная библиотека (ЭБС) на базе технологии Контекстум (всего произведений: 634699)
Контекстум
.

Чӑваш чӗлхи: аваллӑхран малашлӑха=Чувашский язык: из глубины веков в будущее (220,00 руб.)

0   0
АвторыЧӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ , Дегтярев Геннадий Анатольевич
ИздательствоЧПГӐИ
Страниц136
ID639309
АннотацияСборник посвящен памяти известного чувашского лексикографа, автора школьных и вузовских учебников Н.А. Резюкова (1898-1969). Представлены новые материалы о жизни и творчестве ученого, истории издания семнадцатитомного «Словаря чувашского языка» Н.И. Ашмарина, а также исследования по актуальным проблемам - чувашской терминологии и лексикографии.
ISBN978-5-87677-067-7V
УДК811.512.111(082)
ББК81.2=635.1;г(2РОС.Чув){6};д<Резюков,Н.А.>;я434
Чӑваш чӗлхи: аваллӑхран малашлӑха=Чувашский язык: из глубины веков в будущее : статьясен пуххи / Г. А. Дегтярев; Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ .— Шупашкар : ЧПГӐИ, 2007 .— 136 с. — ISBN 978-5-87677-067-7V .— URL: https://rucont.ru/efd/639309 (дата обращения: 24.04.2024)

Предпросмотр (выдержки из произведения)

Ц-ЧЛМА ЧӐВАШ ЧӖЛХИ: АВАЛЛӐХРАН МАЛАШЛӐХА о THESAURUS LINGUAE TSCHUVASCHORUM ' THESAURUS : LINGUAE TSCHUVASCHORUM | THESAURUS LINGUAE TSCHUVASCHORUM Нац,и?н.а.?ь_на* библиотек.ка ЧР 4-041217 *»-041217 Н.А. РЕЗЮКОВ ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитнине халалласа g ; § л 4 A Z - Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ j Обязаг экз, ЧӐВАШ ЧӖЛХИ: АВАЛЛӐХРАН МАЛАШЛӐХА Статьясен пуххи Шупашкар 2007 УДК 811.512.111 ББК 81.2Чув Ч - 12 Чйваш патшалӑх гуманитары ӑслӑлйхӗсен институчӗн Ӑслӑлӑх Канашӗ йышӑннипе пичетленет Печатается по постановлению Ученого Совета Чувашского государственного института гуманитарных наук Редакци йышё / Р ед а кц и о н н а я коллегия B.C. <...> Статьясен пуххине паллӑ лексикографа, пуҫламӑш тата аслӑ шкул кӗнекисен авторне Н.А. Резюкова (1898—1969) асӑнса хатӗрленӗ. <...> Унӑн пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлне тата Н.И. Ашмаринӑн 17 томлӑ словарё мӗнле йывӑрлйхсем витӗр тухнине сӑнланӑ, ҫавӑн пекех хальхи лексикографипе терминологи ыйтӑвӗсене тишкернё. <...> ' УМ СӐМАХ С и р ӗн алӑра — «Чӑваш чӗлхи: аваллӑхран малашлӑха» ятпа тухакан иккӗмӗш кӗнеке. Ҫак ярӑмри статьясен малтанхи пуххине А.П. Хусанкай — Василий Георгиевич Егоров профессор ҫуралнӑранпа 120 ҫул ҫитнӗ май — 2000 ҫулта хатӗрленӗччӗ. <...> Акӑ ӗнтӗ иккӗмӗш пухӑм калӑпланса тухать. Ӑна вара Николай Андреевич Резюков чӗлхеҫе халаллатпӑр. <...> Вырӑспа чӑваш чӗлхисен шайлаштаруллӑ грамматикин («Сопоставительная грамматика русского и чувашского языков») авторӗ, Н.И. Ашмарин профессорӑн «Чӑваш сӑмахӗсен кӗнекин» чылай <...>
Чӑваш_чӗлхи_аваллӑхран_малашлӑха=Чувашский_язык_из_глубины_веков_в_будущее.pdf
УМ СӐМАХ С и р ӗн алӑра — «Чӑваш чӗлхи: аваллӑхран малашлӑха» ятпа тухакан иккӗмӗш кӗнеке. Ҫак ярӑмри статьясен малтанхи пуххине А.П. Хусанкай — Василий Георгиевич Егоров профессор ҫуралнӑранпа 120 ҫул ҫитнӗ май — 2000 ҫулта хатӗрленӗччӗ. Акӑ ӗнтӗ иккӗмӗш пухӑм калӑпланса тухать. Ӑна вара Николай Андреевич Резюков чӗлхеҫе халаллатпӑр. Вӑл ҫуралнӑранпа килес ҫул 110 ҫул ҫитет. Вырӑспа чӑваш чӗлхисен шайлаштаруллӑ грамматикин («Сопоставительная грамматика русского и чувашского языков») авторӗ, Н.И. Ашмарин профессорӑн «Чӑваш сӑмахӗсен кӗнекин» чылай кӑларӑмне пичете хатӗрлекенӗ — вӑл ӑслӑлӑхра та, вӗрентӳре те палӑрса юлнӑ. Ҫирӗм ҫул ытла чӑваш шкулӗсем Николай Андреевич хатӗрленӗ «Чӑваш чӗлхипе» вӗреннӗ, вӑл майлаштарнӑ орфографи тытӑмӗпе тата программа таврашӗпе усӑ курнӑ. Сирӗн умри кӗнеке ӑна асра тытмалли хӑйне евӗр палӑк пултӑр. «Чӑваш чӗлхи: аваллӑхран малашлӑха» статьясен пуххинче эсир Н.А. Резюков пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен те, Н.И. Ашмаринӑн 17 томлӑ словарӗ пирки те ҫӗннине нумай пӗлме пултаратӑр. Эпӗ хамӑн статьяна архив докуменчӗсене тӗпе хурса ҫыртӑм. Истори наукисен кандидачӗн Е.П. Погодинӑн ӗҫӗ — тӗрлӗ ӑслӑхсен тӗпчев мелӗпе усӑ курса хатӗрленӗ психологи портречӗ (унччен вӑл Н.Я. Бичурин, J1.H. Гумилев, П.В. Денисов, В.Д. Димитриев, Н.В. Никольский, М.П. Петров-Тинехпи, М.И. Скворцов ӑсчахсем ҫинчен кун йышши тишкерӳсем пичетленёччё). Николай Андреевича астӑвакан сумлӑҫынсем, педагогика ӗҫӗн ветеранӗсем А.С. Канюкова, И.Я. Тенюшев, Б.Л. Тихонов (Борлен) мӗн калани уйрӑмах паха. Хисеплё ӗҫтешӗмӗр С. П. Юшков та хӑйӗн асаилӗвӗсене ҫырма пуҫланӑччӗ: шел, ӗлкӗреймерӗ — пӗлтӗр пурнӑҫран уйрӑлса кайрӗ. Ҫак кӗнеке валли статья хӑварнӑ В.А. Андреев чӗлхеҫӗ те текех пирӗнпе ҫук ӗнтӗ. Вёсен ӗҫӗ-хӗлӗ, ырӑ ячӗ асӑмӑртан тухас ҫук... Пухӑмӑн иккӗмӗш пайне чӑваш чӗлхи аталанӑвӗпе ҫыхӑннӑ тӗпчевсем кӗчӗҫ. Вёсен авторӗсен йышӗнче: Чӑваш патшалӑх 3
Стр.7
гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн сотрудникӗсем Е.И. Батченкӑпа Г.Ф. Юмарт, И.Н. Ульянов ячӗллӗ университетӑн ӑсчахӗсем В.И. Сергеевпа О.Р. Студенцов, педагогика университечӗн профессорӗ Н.П. Петров, пултаруллӑ ҫыравҫӑ тата куҫаруҫӑ Е.Н. Лисина. «Эгнокультура тӗпчевӗсенчи терминологи ыйтӑвӗсем» темӑпа гуманитари инсгитутӗнче 2006 ҫулта ирттернӗ ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗн сӗнӗвӗсене А.П. Хусанкай пӗтӗмлетсе пачӗ. Хула шкулӗн ачисене чӑваш чӗлхи вӗрентекен И.В. Дегтярёва тата Чӑваш Республикин патшалӑх пичет архивӗн пай пуҫлӑхӗ С.В. Налимова Николай Андреевич Резюковпа ҫыхӑннӑ библиографи кӑтартмӑшне хатӗрлерӗҫ. Статьясен пуххине кӑларма, рецензилеме хутшӑннӑ ӗҫтешсене пурне те чӗререн тав тӑватӑп. Пӗрлехи вӑйпа калӑпланнӑ кӗнеке тӑван культурӑпа ӑслӑлӑх талккӑшӗнче хӑй вырӑнне тупасса шанатӑп. Геннадий Дегтярёв 4
Стр.8